ТАВАХ, АТТЕМ, ТАВАХ, АННЕМ Итреç кунсем, иртеç çулсем Сан пит çинче кун-çул утти. Тавах, аттем, тавах, аннем, Эсир тăван кĕтес çути. Тавах, аттем, тавах, аннем, Эсир тăван кĕтес çути.
Сире савса асра тытсан Киле килме тупатпăр çул. Чунра хĕвел сире курсан – Сиртен хакли никам та çук. Чунра хĕвел сире курсан – Сиртен хакли никам та çук.
Сĕтел тавра пĕрле ларсан Сăмах юхать, чун савăнать. Ачи-пăчи хисеп тусан Атте-аннен куççуль тухать.
Ĕçчен, сăпай пулма ялан Пире вĕрентнĕ çак килте. Манас çуках сире нихçан Тăван атте, тăван анне. Манас çуках сире нихçан Тăван атте, тăван анне.