Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Chuvash folk song - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç | Текст песни

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине

Ан хуçăр-ха хурăн туратне
Куккук ăçта ларса авăтĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ

Виççĕллĕ явнă чĕн йĕвенне.
Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире


Другие названия этого текста
  • Иван Христофоров - Чувашская нар. песня "Однажды весной" - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç (1)
  • Иван Христофоров - Чувашская нар. песня "Однажды весной" - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç (0)
  • Иван Христофоров - Pĕrrexinčе śurxi lăpkă kaś (0)
  • Чăваш халăх юрри - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç (0)
  • Иван Христофоров - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç(чувашская народная) (0)
  • Chuvash folk song - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç (0)
  • Сергей Лазарев - айс айс бэйби (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-