Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Cветлана Васильева & Евгений Кузнецов - Чĕрене хушаймăн | Текст песни

Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви

Хĕр:
Эс вылянчăк çурхи çил пекех.
Тупнă теççĕ эс çĕнĕ пике.
Кур-ха эс, тусăм, сан вырăнна
Çупăрлать ăшă çумăр мана.

Каччă:
Айăпла эс мана, айăпла.
Тен, Турри çырнă пулĕ çапла.
Çиçĕм çиçрĕ уяр тÿпере,
Килĕштертĕм эп урăх хĕре

Припев:
Çук, хушаймăн манма чĕрене
Ĕнерхи сар хĕвеллĕ куна.
Куççуль мар тăкăнать çĕр çине,
Ку вăл çумăр тумламĕ кăна.
Сукмаксем пирĕн икĕ енне
Уйрăлаççĕ пулсан та, çавах
Ыр сунасчĕ ялан пĕр-пĕрне.
Шел, вĕçленчĕ илемлĕ юмах.

Хĕр:
Ан кала пĕр сăмах та мана,
Ан сипле тăварпа сурана.
Ирĕк çеç пар пăхмашкăн паян
Юлашки хут хура куçунтан.

Каччă:
Ан кÿрен эс мана, ытлашши.
Чунăмра – вут-хĕлхемĕн ташши.
Йăнăш утăм тумастăп-и халь?
Тепринпе, тен, çÿретĕп ахаль?


Другие названия этого текста
  • Cветлана Вутăшпи & Евгений Кузнецов - Чĕрене хушаймăн (0)
  • Cветлана Васильева-Вутӑшпи, Евгений Кузнецов - Чĕрене хушаймăн (запас) (0)
  • C.Васильева & Е.Кузнецов - Чĕрене хушаймăн (сл.-Валерий Раштав, муз.-Александр Быковский) (0)
  • Cветлана Васильева & Евгений Кузнецов - Чĕрене хушаймăн (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-