1. Мĕншĕн? Мĕншĕн, уçă çил вĕрет?
Мĕншĕн лăпкă кашласа çÿрет?
Ма тесессĕн, ма тесессĕн
Эпĕ пĕр хĕре
Юратса пăрахрăм çавсерен.
2. Мĕншĕн? Мĕншĕн, çĕмĕрт чечекре?
Мĕншĕн хурăн лăпкă тĕлĕрет?
Ма тесессĕн, ма тесессĕн
Эпĕ каçсерен
Тĕл пулатăп пĕр чипер хĕре.
3. Мĕншĕн? Мĕншĕн, шуçăм килнĕ чух
Вăрансассăн урăх ыйхăм çук?
Ма тесессĕн, ма тесессĕн
Эпĕ чăннипех
Каннихе çухатрăм тĕппипех.
4. Мĕншĕн? Мĕншĕн, куçăмсем çунаç?
Мĕншĕн лайăх чĕрене, чуна.
Пĕлейменчĕ, пĕлейменчĕ
Малтан тÿрренех
Халь ăнлантăм юрату мĕнне.
А. Шадриков еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1