Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Пĕр килсессĕн вара, çăмăл мар уйрăлма
Çитес çул йыхравлать инçетрен.
Х.ю.:
Çурхи кайăк та шурă акăш мар
Ма вĕçетпĕр эпир аякка
Халь ман чуншăн та пахи тус-тăван
Тăван ялăм санпа тĕл пулсан
Авалхи йăлапа, улах ларăттăм эп
Çĕмĕрт куçлă хĕрпе юнашар
Юррисем те çавах, ташшине кĕвĕлеп
Анчах тантăш хĕрсен юрри мар
Х.ю.:
Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Чун-чĕре кĕввипе ман юрлассăм килет
Тăван ял, тăван ен сан çинчен.
А.Васильев еще тексты
Другие названия этого текста
- а.васильев - таван ял (1)
- Александр Васильев - Тăван ял (0)
- А.Васильев - тăван ял (0)
- Александр Васильев - Тӑван ял (запас) (0)
- Александр Васильев - Тăван ял (0)
- А.Васильев - тăван ял (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1