Тататтăм, тататтăм хĕрлĕ чечексем
Сана парнелеттĕм чунтан-кăмăлтан
Таса юратушăн тапатчĕ чĕрем
Уйрăлу килессе шутламан нихçан
Х.ю.:
Хĕрлĕ чечексем, юрату çеçкисем
Ултава сиссе, лараç пуç усса
Мана шеллесе, хĕрлĕ чечексем
Шăлаççĕ питне, куççÿльпе çуса
Эс утрăн çулпа, телей шыраса
Эп юлтăм тăрса, пĕччен куллянса
Хĕрлĕ чечексем шанчĕç васкаса
Суя юратушăн чунтан хурланса
Х.ю.:
Хĕрлĕ чечексем, чĕрери сурансем
Пурнăç çулĕпе утма çăмăл мар
Çĕклĕр пуçăра, юрату çеçкисем
Суя ултава нихăçан манар мар
Тĕл пулчĕç татах та пирĕн чĕресем
Тататтăн.тататтăн хĕрлĕ чечексем
Кирлех-ши мана халь иртнĕ сурансем
Хĕрлĕ чечексем, сÿннĕ хĕлхемсем
Х.ю.:
Хăрлĕ чечексем, çурăр çеçкесем
Юрату хĕмĕпе çунччăр чĕресем
Юрату хакне пĕлмен айвансем
Ан татнă пулăр, хĕрлĕ чечексем
А.Васильев еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 4