Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Августа Уляндина - Атьар, хёрсем, вармана | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Ҫырла татма, выляма.
Ҫырла татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хытă ан кул-ха,
Тутам шутсăр пĕçерет.
Ай-яй, хытă ан пăх-ха,
Куçăм вут пек ялкăшать.
Ай-яй, хытă ан йăт-ха,
Ара! Вĕçсе каяп-иç!
Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç,
Хĕрсĕр каччă пулат(ӑ)н-иç.
Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç,
Мана тек саваймаст(ӑ)н-иç.
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Мăйăр татма, выляма.
Мăйăр татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хыт ан сĕртĕн-ха,
Чĕрем тапса тухать-иç.
Ытла темскер ан ту-ха,
Ахаль йăпатанать-и?
Пит шалалла ан кĕр-ха,
Таçтан такам курать-иç.
Вара пурте пĕлĕç-иç,
Вара намăс пулать-иç.
Шĕшлĕ ав, шĕшлĕ ав,
Шĕшлĕ аври тунката.
Упа пур, упа пур
Упа пур тет вăрманта.
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Кĕрхи çулçă пуçтарма.
Кĕрхи çулçă пуçтарма,
Чăштăр-чăштăр тутарма.
Ай-яй, хыт чăштăртатать,
Таçта çити илтĕнет.
Кĕрхи вăрман пытанать,
Çамрăк чунăм пăлханать.
Пăлханасса пăлханать,
Сан патналлах туртăнать.
Çырла, мăйăр, кĕрхи çулçă –
Вăт çапла аташтарать.


Другие названия этого текста
  • Августа Уляндина - Атьар, хёрсем, вармана (1)
  • Augusta Oulyandina - Атьар, хёрсем, вармана (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3
Видео
Нет видео
-