Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Александр Васильев - Шаккареç кантăкран | Текст песни

Шак-шак-шак шаккарĕç кантăкран
Кантăка эп уçрăм васкаса
Чĕремре халь пит йывăр суран
Хурлăх килчĕ, кĕчĕ ыткăнса

Хурлăх, ма суйларăн эс мана
Эп сана чĕнменччĕ хăнана
Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла
Тăрăшсах лăскарăн чунăма.

Шак-шак-шак шаккарĕç алăкран
Алăка эп уçрăм тăхтаса
Ман шăпам кулатăн пуль манран
Инкек килчĕ, кĕчĕ вăркăнса

Инкек, ма суйларăн эс мана
Эп сана чĕнменччĕ хăнана
Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла
Тăрăшсах лăскарăн чунăма

Кантăка хупмастăп юриех
Çут хĕвел вылятăр шевлипе
Алăка эп уçрăм яриех
Кĕр телейĕм, ан тăр вăтанса

Телей, ман телей ăçта çÿрен
Мĕншĕн-ши вăрах эс кĕттерен
Шанчăка çухатмăп эп пĕрех
Ман пата эс çитĕн пурпĕрех

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2
Видео
Нет видео
-