ЭСĔ МАН САВНИ
Ĕнерхи каçа, паянхи куна
Манас çук нихçан, эпĕ чун савни
Санăн кÿренÿ, ман асаплану
Чун-чĕре кĕвви, пулмĕ нихăçан
Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни
Малтанхи кунсем, пулас ĕмĕтсем
Тĕлĕк евĕрех тухрĕç куç умне
Эсĕ ĕненсем, пирĕн чĕресем
Тапмалла пĕрле, ĕмĕр-ĕмĕре
Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни
Тĕксĕмленчĕ каç, куçусем çунаç
Илĕртсем мана ырлăх тĕнчине
Тусăм ан ятлаç, шăппăнрах калаç
Ытала чунтан хăвăн савнине
Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни
Александр Васильев еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1