Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский - Аннеçӗм, ан ятла | Текст песни

Ах, аннеçĕм, мана ан ятла
Час-часах пырайманшăн яла.
Эп тăван килĕмрен инçетре,
Çул-йĕрсем уйăраççĕ пире.

Хушса юрламалли:

Кантăкран тинкерсе вăрахчен
Эс, аннеçĕм, кĕтен ывăлна.
Пахчари шур çеçкеллĕ сирень
Йăпатаймĕ йăваш кăмăлна.

Каçсерен ыйхăран вăранса
Эс, аннеçĕм, чĕнен ывăлна.
Тÿпери уйăх кĕмĕл сапса
Çутатаймĕ салхуллă сăнна.

Ах, аннеçĕм, мана ан ятла,
Ĕнтĕ çитрĕм вун çичĕ çула.
Шух ачалăхăм юлчĕ хыçа,
Тавăрма çук ăна каялла.

Хушса юрламалли:

Ах, аннеçĕм, мана ан ятла,
Эп телей çеç сунатăп сана.
Чунăма тунсăх пуснă чухне
Сăнару шав килет куç умне.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
  • Ольга КОРМУХИНА - ВЫСОТА, Юрмала 86 Ольга КОРМУХИНА - ВЫСОТА, Юрмала 86
    Ольга КОРМУХИНА - КОРАБЛЬ (ЖИЗНЬ ПРЕКРАСНА), Ялта 91 ... Ольга КОРМУХИНА / Алексей БЕЛОВ - MOSCOW CALLING [Всем ...