Кĕмĕл уйăх улшăнать.
Малаллах ав тăсăлать.
Вăратать пире автан.
Вăхăтпа утатпăр тан.
Эп мĕншĕн-ши асамçă мар.
Çут ĕмĕтĕм, инçе ан тар.
Килтен киле телей анчах.
Тĕл пулатăн кунсерен.
Савнă юрă-кĕвĕрен.
Ыр туни сăваплăх теç.
Савăнăç куççулĕ çеç.
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1