Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский, Евгений Григорьев, Юрий Сергеев - Чалт кӑна | Текст песни

Савви Валерий Раштавăн

1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен.
Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен.
Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав.
Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав!

Хушса юрламалли:

Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан!
Çак юрра итле те ташлама эс ан ман.
Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан?
Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн!

2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма.
Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма
Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн.
Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн!

Хушса юрламалли:

3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен.
Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен.
Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем.
Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!

Другие названия этого текста
  • Алексей Московский, Евгений Григорьев, Юрий Сергеев - Чалт кăна (1)
  • А.Московский, Е.Григорьев, Ю.Сергеев - Чалт кăна (2015) (1)
  • Алексей Московский - Чалт кăна (0)
  • А.Московский - Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан! (0)
  • егоров егор - Чалт кăна (2015) (0)
  • А.Московский, Е.Григорьев, Ю.Сергеев - Чалт кăна. (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-