Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский и Полина Борисова - Хаваслă хулиган | Текст песни

Эс – хаваслă хулиган,
Хуларан-и е ялтан?
Эс патвар та чăнкă çав тери.
Хунарпа кун çутинче
Шырасан та çĕр çинче
Тупăнмĕ текех сан евĕрри.

Ан шыра ÿлĕмрен
Эс хĕрÿллĕ мачо.
Эпĕ вĕт ялти О!
Пĕрремĕш каччă!

Эс çурри ылтăнран,
Эсĕ йăлтăр-йăлтăр
Енчĕкре халĕ сан
Темиçе пин доллар.

Плейеру шăпланмасть
Санăн пĕр самант та.
Янăрать кĕмĕл сас,
Ку , паллах – Саманта.

Кам сана сив сăмах
Калĕ – çавна крышка!
Эп ăна самантрах
Тутантарăп чышкă.

Санпа мана
Чараççĕ тĕл пулма.
Интернет çеç ан кÿрентĕр
Калаçсан эпир скайппа.
Атя, яла
Эрнелĕх пурăнма.
Тар тăксах пире йĕрлетĕр
Участковăй йытăпа.

Аттепе анне паян
Таврăнас çук дачăран.
Ман пата килсем, савни, халех.
Гаражра ларать Ниссан,
Уççине унне тупсан
Ярăнăпăр иксĕмĕр каллех.

Сан аçу – депутат,
Пурнăç çăмăл мар. тет.
Аннÿн вара 0!
Икĕ супермаркет.

Иккĕш те - чун илли,
Çул пире памаççĕ
Тăрăшсах сан валли
Шеп кĕрÿ шыраççĕ.

Эп вĕсемшĕн шпана,
Çапкаланчăк , вăрă.
Юратмаççĕ мана,
Чăн та, эпĕ - Зорро.

Манпала чух пĕрле
Ташла эсĕ, савăн.
Эп Московский пĕрре,
Лёшăсем нумайăн.


Алексей Московский и Полина Борисова еще тексты


Другие названия этого текста
  • Алексей Московский и Полина Борисова - Хаваслă хулиган (1)
  • Алексей Московский и Полина Борисова - Хаваслă хулиган чувашская (0)
  • CH-R - Huligan (0)
  • А.Московский и П.Борисова - Хаваслă хулиган (0)
  • "ШĂРТТАН" - интернет-журнал | А.МОСКОВСИКЙ П.БОРИСОВА - ХАВАСЛĂ ХУЛИГАН (0)
Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1