Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский - Илертӳллӗ юрпике | Текст песни

Кĕмĕл юр пĕрчийĕсем
Тăкăнаççĕ тÿперен.
Халь сана, сар чиперккем,
Кăшт та сивĕ мар иккен.

Эс утатăн ерипен
Пирĕн Çĕнĕ каспалан.
Туйăнатăн Юр пикен
Хĕл ытамĕнче паян.

Хушса юрламалли:

Илĕртÿллĕ Юр пике, сана
Çупăрласчĕ кăмăлтан.
Эс черченкĕ те хитре сăнна
Илнĕ пуль çут уйăхран.

Эс çурхи кунсем çывхарнă май
Ирĕлсе кăна ан кай!

Çук хĕвелĕн шевлисем,
Чĕпĕтет питрен раштав.
Çулпала ут юртнăçем
Сас парать-çке шăнкăрав.

Тинкеретĕн эс каллех
Ман енне куç хÿрипе.
Хĕрелетĕп нар пекех
Эп санран вăтаннипе.


Другие названия этого текста
  • Алексей Московский - Илĕртÿллĕ Юр пике (1)
  • Алексей Московский - Илертÿллӗ Юрпике (1)
  • Алексей Московский - Илертюллӗ Юр пике (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-