Пит илемлĕ каçхи хула,
Канăç çук ман ăна пула.
Кантăксен çутисем - пин-пин,
Ĕçлĕ халăх сывлать, эппин.
Пур кунта ырăпа усал.
Пур ултав, шел, чăнни сахал.
Мĕн çĕнтерĕ-ши малашне?
Çук хурав çак ыйту çине.
Хушса юрламалли:
Эсĕ вĕрентрĕн мана пурăнма,
Тав сана, тĕлĕнтермĕш хула!
Вăхăт та çитрĕ пире уйрăлма,
Сывă пул, эп тухатăп çула!
Илтĕнет кĕвĕ инçетрен.
Шăпланмасть шур хула ирччен.
Çамрăксем çĕрĕ-çĕрĕпе
Вăй виçеççĕ пĕр- пĕринпе.
Вĕсене янă ирĕке.
Хăçан тăвĕç кăштах йĕрке?
Урама кăларма хĕрне
Шикленет амăш каçхине.
Алексей Московский еще тексты
Другие названия этого текста
- Алексей Московский - Каçхи хула (1)
- Алексей Московский - Каçхи хула ( Ночной город ) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1