Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский - Пирĕн каç | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Çăлтăрсем çунаççĕ тÿпере,
Иккĕн çеç эпир çак тĕнчере.
Ытала мана эс ăшшăн , чун савни , паян.
Çупăрла савса ачашшăн , пĕртте ан вăтан.

Каçĕ лăпкă , çепĕç те таса.
Эсĕ халĕ ан тăр ютшăнса.
Алран-ал тытса утар-и çăлтăрлă çулпа.
Пĕр-пĕрне телей сунар-и ырă кăмăлпа.

Хушса юрламалли:

Чун савниçĕм , эс манпа калаç.
Эп пĕлетĕп: ку вăл пирĕн каç.
Палласа ăна илейрĕм çут çăлтăрсенчен.
Палласа ăна илейрĕм уйăх куллинчен.

Тинкерсе пăхсам ик куçăмран.
Лар çумма мана саван пулсан.
Эп сана çеç юрататăп пĕтĕм чĕререн.
Пирĕн туслăх пулĕ çирĕп , пырĕ ĕмĕре.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2
Видео
Нет видео
-