Сывă-и, туссем, хĕрсемпе яшсем.
Тĕл пулмашкăн сирĕнпе эпир хавас паян.
Савăк сăн-питсем, капăр чечексем.
Салатасчĕ савнăçа халь пин те çĕр пая.
Уçăлать чаршав, пуçланать уяв.
Ыр сунса кĕтет сире каçхи шур Шупашкар.
Тунсăх сирĕлет, кăмăл çĕкленет.
Кулленхи ĕçсем çинчен, тен, вăхăтлăх манар.
Хушса юрламалли:
Çут çăлтăрсем те аннă тапăра.
Асамлă вăй пур пирĕн хушăра.
Сире ним тăхтамасăр эп калам
Кашни артистранах хĕрÿ салам.
Саманлăх çеç сарса çунатсене
Вĕçер-и кĕçĕр юрă тĕнчине.
Эс вырăс-и, чăваш-и е тутар –
Пĕр çемьери пек туслă пурăнар.
Хăш ял хуларан килнĕ эс, тăван?
Уйăраймĕ çумăр та, çил-тăвăл та пире.
Çепĕç кĕвĕсем янăранăçем
Кулянса ан лар нумай эс, юрласам пĕрле.
Алексей Московский еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3