Эс – хĕлхем-и, эп те – вут-хĕлхем.
Тен, сана кăшт сĕртĕнем.
Пĕр çулăмпа йăлкăшар.
Пĕр çулăмпа йăлкăшар.
Ÿкĕнмешкĕн çук сăлтавĕ ман
Тĕл пулнишĕн санпалан.
Япăх пире уйрăмшар.
Япăх пире уйрăмшар.
Чунăм, çанталăк епле паян?
Çумăр шаккать-и çут кантăкран?
Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан!
Хушса юрламалли:
Эп мĕн чухлĕ сана
Шыраман пуль.
Эп мĕн чухлĕ Турра
Кĕл туман пуль.
Чи хитре çăлтăра
Эпĕ татрăм.
Тав тăвам мăшăра,
Эс телейĕм ман – савнă арăм!
Ăçталла йĕппи – унта çиппи.
Тĕрĕс-и, Çĕрпÿ пики?
Савнăç-нуши çурмалла.
Савнăç-нуши çурмалла.
Çĕр çинче çăтмах пекех аван
Пĕр-пĕрне эпир савсан.
Ку чăннипех те çапла.
Ку чăннипех те çапла.
Чунăм, çанталăк епле паян?
Юр тăкăнать-и хÿме таран?
Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан!
Хушса юрламалли:
Сар хĕрпе сар ывăл пирĕн пур.
Иккĕшĕ те пит матур.
Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа.
Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа.
Эп санран пит инçетре чухне
Ас илер-и пĕр-пĕрне
Çакă хавас юрăпа.
Çакă хавас юрăпа.
Чунăм, çанталăк епле паян?
Тен, айкашать шухă çил-тăман?
Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан!
Алексей Московский еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1