Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна
Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре.
Сан илемӳпе киленет чӗре.
Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере.
Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре.
Куҫ пекех упрар ҫутӑ туйӑма.
Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма.
Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Алексей Шадриков еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1