Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алина Выйгетова - Пĕрле пулар-и? | Текст песни

1.Каç пулсассăн çамрăксем вăййа пуçтарăнсан,
Савăк юрă хĕрсемпе яшсем ай пуçласан.
Эпĕ те васкатăп часах вăйă картине,
Чĕрепе туйатăп çамрăк ĕмĕр ырлăхне.
Эпĕ те васкатăп часах вăйă картине
Чĕрепе туйатăп çамрăк ĕмĕр ырлăхне.

Х/ю:Ай пĕрле пулар,ай пĕрле юрлар
Ĕмĕр-ĕмĕр тусăмсем тату пурăнар.
Чăваш юррине,эх шăрантарар
Çамрăк ĕмĕр пĕрре килет савăнса юлар.

2.Час-часах тĕл пулаймастпăр çывăх туссемпе,
Чунсене йăпатаймастпăр ăшшăн калаçса.
Анчах чун юратнă тусăмсем асра ялан,
Уйрăлса каймашкăн йывăр пĕрле пухăнсан.
Анчах чун юратнă тусăмсем асра ялан,
Уйрăлса каймашкăн йывăр пĕрле пухăнсан.

Х/ю:Ай пĕрле пулар,ай пĕрле юрлар,
Ĕмĕр-ĕмĕр тусăмсем тату пурăнар.
Чăваш юррине,эх шăрантарар,
Çамрăк ĕмĕр пĕрре килет савăнса юлар.

3.Каç пулсассăн çамрăксем вăййа пуçтарăнсан,
Савăк юрă хĕрсемпе яшсем ай пуçласан.
Чĕрем кăкăртан тухса тарасла хыт тапать,
Чăваш юрри-кĕввипе хĕпĕртесе савнать.
Чĕрем кăкăртан тухса тарасла хыт тапать,
Чăваш юрри-кĕввипе хĕпĕртесе савнать.

Х/ю:Ай пĕрле пулар,ай пĕрле юрлар,
Ĕмĕр-ĕмĕр тусăмсем тату пурăнар.
Чăваш юррине,эх шăрантарар,
Çамрăк ĕмĕр пĕрре килет савăнса юлар.


Алина Выйгетова еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1