Альбина Юрату сăвви
Александр Быковский кĕвви
Манас çук нихçан эп сан куçна,
Куллуна, чĕрем хумханăвне,
Шур юрпа пĕркеннĕ хулана,
Иккĕн çеç хаваслăн утнине.
хушса юрламалли:
Ик чĕре каллех, каллех, каллех пĕрле,
Каç илемĕ - юр пĕрчи çути.
Эй, тĕнче, тĕнче, тĕнче, юратупа кĕрле!
Чун савнин тути - шерпет тути!
Эс каланă сăмахсем асрах:
«Чăн телей вăл – эсĕ, эс пурри!»
Ĕненетĕп, юрату пурах,
Маншăн эсĕ - юрату Турри!
хушса юрламалли (2 хут):
Манас çук нихçан çак кунсене,
Пĕр эрне эс пултăн юнашар.
Тӳпене вĕçтертĕм чĕрене,
Ӑрăмла, çепĕçлĕхпе тулар.
хушса юрламалли:
Эп сана шырарăм ахаль мар,
Куçунта куратăп çут сăна.
Чĕрӳне мана эс шанса пар,
Эсĕ – пурнăç, эсĕ - ман кăна.
хушса юрламалли (2 хут):
А.Михайлова & Е.Кузнецов еще тексты
Другие названия этого текста
- А.Михайлова & Е.Кузнецов - Юрату Турри (сл.-Альбина Юрату, муз.-Александр Быковский) (0)
- Настя Михайлова & Евгений Кузнецов - Юрату Турри (0)
- Анастасия Михайлова & Евгений Кузнецов - Юрату Турри ♥ (сл.-Альбина Юрату, муз.-Александр Быковский) (0)
- Настя Михайлова & Евгений Кузнецов - Юрату Турри (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2