1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен. Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен. Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав. Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав!
Хушса юрламалли:
Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан! Çак юрра итле те ташлама эс ан ман. Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан? Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн!
2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма. Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн. Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн!
Хушса юрламалли:
3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен. Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен. Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем. Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!