Кукамипе кукаçи Кукăль пĕçереççĕ, Кукăль пĕçереççĕ – Чуп туса илеççĕ. Кукаçипе Куками Хăма савалаççĕ, Хăма савалаççĕ – Хирĕççе каяççĕ. Кукамипе кукаçи Хăнана каяççĕ, Хăнана каяççĕ – Юррине хываççĕ. Пуйăс килет, пуйăс каять, Куками ларса каять, Кукаçин те лармаллаччĕ – Чĕлĕмĕ манса юлать. Пуйăс килет, пуйăс килет, Куками ларса килет, Кукамине кукаçи Кăмăлсăр кĕтсе илет. Ах, мĕн-ма-ши сарă кайăк Турат çине лараймасть? Ах, мĕн-ма-ши кукамийĕ Кукаçине юраймасть?.. http://song5.ru
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1