Эс паян килте ан лар пĕччен.
Юлăн акă ташă каçĕнчен.
Урамра – хаваслă шăмат кун.
Тăтăр вĕресе пирте халь юн.
Савăнăçлă кĕвĕ юххипе
Эп санпа ташлам-и çĕрĕпе.
Ывăнма, пикеçĕм, ан шутла.
Пур те киленеççĕ санпала.
Хушса юрламалли:
Çамрăклăх килет пĕрре кăна.
Çамрăклăх – килен-каян хăна.
Вăхăт пирĕн шухă чунсене
Сăнчăртан ямашкăн ирĕке.
Çамрăклăх çунатлă та хитре.
Çамрăклăх ялан вун çиччĕре.
Кĕçĕр çутă çăлтăр ÿкнĕçем
Кĕрĕç пурнăçа çĕн ĕмĕтсем
Эс çырла пек ирĕлнĕ чухне,
Сĕртĕнетĕп эп чĕрÿ çумне.
Эс – çурхи çеçке-ши, пит черчен.
Ăмсанмалăх пур мана яшсен.
Вĕçтĕр вĕçсĕр юрă инçете,
Уйăха ан патăр тĕлĕрме.
Хÿхĕм хĕрсемпе сар каччăсен
Саланмашкăн кăмăл çук иккен.
Андрей Думилин еще тексты
Другие названия этого текста
- Андрей Думилин - Çунатлă çамрăклăх (0)
- "ШĂРТТАН" - интернет-журнал | АНДРЕЙ ДУМИЛИН - ÇУНАТЛĂ ÇАМРĂКЛĂХ (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2