Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем.
Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.