1.Мĕн-ма тăкать-ши çамрăк хурăн
Паян мерчен пек куççульне?
Мĕн чухлĕ кĕтмелле-ши унăн
Тата хавас çил ачине?
2.Мĕн-ма çунать-ши чун-чĕреçĕм
Кăвайтсăрах кашни кунах?
Пĕлтер, ытарайми пикеçĕм,
Мана саватăн-ши хытах?
Хушса юрламалли:
Сана сар уйăх та куç хĕсĕ
Тухса каçхи çÿл тÿпене.
Çапах та маншăн килнĕ эсĕ
Çак тĕлĕнтермĕш çĕр çине.
Ак эпĕ те тинех тутантăм
Чăн юрату вăй-хăватне.
Ак эпĕ те тинех ăнлантăм
Кам ăраскалăм пулнине.
3.Эс тупăнтăн ăçтан сасартăк?
Санран çук пулĕ чиперри.
Кĕскен те уççăн халь калас тăк:
Телейлĕ эпĕ çав тери!
4.Эс – çут хĕвел, эп – шурă пĕлĕт.
Эппин, пĕрле эпир ялан.
Пур ман хитре те ырă ĕмĕт,
Вăл пурнăçланĕ санпалан.
Х.ю.:
Сана сар уйăх та куç хĕсĕ
Тухса каçхи çÿл тÿпене.
Çапах та маншăн килнĕ эсĕ
Çак тĕлĕнтермĕш çĕр çине.
Ак эпĕ те тинех тутантăм
Чăн юрату вăй-хăватне.
Ак эпĕ те тинех ăнлантăм
Кам ăраскалăм пулнине.
(2 хут юрламалла)
Андрей Думилин еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1