Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Андрей и Максим Кузнецовы - Ҫӗнӗ ҫул! | Текст песни

Альбина Юрату сӑвви
Александр Быковский кӗвви

Ҫӗнӗ ҫул!

Юр пӗрчисем хуллен ӳкеҫҫӗ тӳперен,
Асамлӑ ҫӑлтӑрсем ялтраҫҫӗ сӑн-питре.
Хӗл мучипе ҫӗн ҫул килеҫҫӗ инҫетрен,
Шап-шурӑ шупӑр тумлӑ Юр пике хитре!

Саламлӑ юрӑ янӑрать кашни килте,
Сип-симӗс чӑрӑша илем кӳрет тетте.
Сыв пуллашатпӑр кӗмӗл ҫӳҫлӗ Кив ҫулпа,
Кӗтетпӗр ҫӗн ҫула таса хӗрӳ чунпа.

Ирех эп васкатап сехет йӗпписене,
Ҫӗн туйӑмпа та шанӑҫпа тулать тӗнче!
Сӗтел тавра ларма чӗнетӗп туссене,
Кӑварлӑ юрату сапать хӗм куҫсенче!

Юратупа телей пулсан ялан ҫумра
Шӑпа парнелӗ ырӑ та хавас кунсем.
Хӗвеллӗ ҫӗнӗ ҫул кӗтет пире умра,
Ҫунатлӑ ӗмӗтсем сунам сире, туссем!

Хушса юрламалли:
Чи чаплӑ уяв, чи паллӑ уяв,
Чи кӗтнӗ уяв - ҫӗнӗ ҫул,
Шур юрлӑ уяв, чи капӑр уяв,
Хӑна йышӑнма эс хапӑл пул!
Чи чаплӑ уяв, чи паллӑ уяв,
Чи кӗтнӗ уяв - ҫӗнӗ ҫул,
Шур юрлӑ уяв, чи капӑр уяв,
Туспа, тӑванпа эс савӑн, кул!

Ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑр ялтӑрать хӗссе куҫне,
Сип-симӗс чӑрӑш ҫуталать пин-пин тӗспе,
Ташша чӗнеп Хӗл мучипе Юр пикене,
Ҫӗнӗ ҫула кӗтетӗп ҫывӑх туссемпе.

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
    Нет видео
    -