Сӑвви Валерий Раштавӑн
Кӗвви Александр Быковскийӗн
Ҫамрӑк ӗмӗр
Ҫамрӑк чух мӗн-ма-ши пурнӑҫ пит ансат та ҫӑмӑл
Юрлама та, юратма та пур хаваслӑ кӑмӑл.
Тӳпери ҫӑлтӑрсем,
Туйӑнаҫҫӗ ытла та ҫывӑх.
Хушса юрламалли:
Ҫурнă шурӑ ҫеҫке ҫӑкалӑх,
Унӑн илемӗ миҫе куна.
Ҫӗр ҫинче ҫук ним те яланлӑх,
Яшлӑх – хӑна пек кӑна!
Ҫамрӑк ӗмӗр вӑл килет-каять, сиссе юлаймӑн,
Ҫуллахи ӑш ҫумӑрпа ӑна танлаштараймӑн.
Ҫумӑр таврӑнатех,
Иртнӗ вӑхӑт вара нихҫан та.
Хушса юрламалли:
Ҫурнӑ шурӑ ҫеҫке ҫӑкалӑх,
Унӑн илемӗ миҫе куна.
Ҫӗр ҫинче ҫук ним те яланлӑх,
Яшлӑх – хӑна пек кӑна!
Пуласси чӑннипех телейлӗ,
Ҫут ҫӑлтӑра ӗненсен, шансан.
Пирӗн пулӗ йӑлтах йӗркеллӗ,
Тӗрӗс ҫула суйласан.
Андрей Кузнецов еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1