Г. Луч
И. Андреев
Ан кӗттерччӗ, тусӑм
Шӑпчӑксем хавассӑн юрӑ пуҫласан,
Ҫӗмӗртсем шап-шурӑ чечекне ҫурсан,
Ан кӗттерччӗ, тусӑм, хӑвӑртрах килсем.
Сансӑр пурнӑҫ ҫуккӑ, эс ҫавна пӗлсем.
Ан вӑтан, пикеҫӗм, лар-ха юнашар,
Чӗвӗлти чӗкеҫ пек ӑшшӑн калаҫар.
Парнеленӗ пурнӑҫ юрату пире,
Яланах хавассӑн савӑнма пӗрле.
Кӑн-кӑвак чечек пек санӑн куҫусем,
Шӑнкӑрти шӑнкрав пек юрру-куллусем.
Пӗр-пӗрне савсассӑн пӗтӗм чунпала,
Яланах эп пулӑп, тусӑм, санпала.
Андрей Кузнецов еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2