Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Андрей Кузнецов - Анне | Текст песни

А. Юрату, В. Дымов
В. Арисова, В. Дымов

Анне.

Уй-хир пуссинчен ялалла кӗрсенех,
Аннене шыраса эп утатӑп хуллен.
Ҫынсем хушшинче ват ҫынна курсанах,
Анне мар-ши тесе шухӑшлатӑп ялан.
Хапхана яр уҫса кӗрсенех картишне,
Анне утнӑ сукмак тӗл пулать куҫ умне.
Курӑкланнӑ сукмак витерет чӗрене,
Вичкӗн ҫил тунсӑхпа шӑхӑрать юррине.

Тӗпел кукринчен малалла иртсенех,
Эп сӗтел хушшине, ай, ларатӑп пӗччен.
Анне каснӑ хуплу курӑнать чашӑкра,
Аннем, сан куллу янӑрать асӑмра.
Кил-ҫурт хыҫӗнчи панулми йывӑҫҫи
Хӗл сивви тивнипе аманса хуҫӑлсан,
Уҫрӑм кил алӑкне, ах, ӑҫта-ши хуҫи?
Сансӑр юлтӑм, анне, ывӑлна каҫарсам.

Хушса юрламалли:

Анне, аннеҫӗм, эс асрах ялан манпа,
Ман шухӑшран тухмастӑн, эс ӑҫта, кала.
Санӑн аллу ачашлать пуҫӑмран,
Йӗркеллӗ пулӗ пӗтӗмпех, ывӑл, ан ман.

Хӑнара ҫеҫ кӑна ҫакӑ ҫут тӗнчере,
Чыс тусассӑн кӑна аннесем хисепре.


Андрей Кузнецов еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2