Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Андрей Кузнецов - Вӗҫ | Текст песни

Роза БЕЛЯЕВА
Вероника АРИСОВА

Вӗҫ!

Ҫамрӑклӑх ҫунатлӑ теҫҫӗ халӑхра,
Вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑх санӑн пурнӑҫра.
Эс ӑҫта вӗҫесшӗн — ирӗк, хӑв суйла.
Вӑй-хӑват ҫитсессӗн вӗҫ шав малалла!

Эсӗ ӑмӑрткайӑк ҫӳллӗ тӳпере,
Вӑшт! Вӗҫсе хӑпартӑн — савӑнӑҫ чӗрере.
Ярӑнса вӗҫетӗн вӗҫсӗр уҫлӑхра,
Чи хӑватлӑ кайӑк эсӗ таврара.

Хушса юрламалли:
Вӗҫ! Ҫӳлтен-ҫӳле эс вӗҫ!
Малтан-мала эс вӗҫ!
Нихҫан ан чарӑн эс ҫурма-ҫулта!
Вӗҫ! Ҫӳлтен-ҫӳле эс вӗҫ!
Малтан-мала эс вӗҫ!
Телей эс тупӑн, тӑрӑшсан унта!


Андрей Кузнецов еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2