Григорий Луч
Иван Андреев
Икӗ ҫыран
Эпӗ ку - ҫыранта, эсӗ - тепринче,
Кунсерен тухатпӑр иккӗн ир енче,
Хӗвеле кӗтетпӗр шуҫӑм ҫутинче,
Ҫӳҫенсе тӑратпӑр сулхӑн ҫил ҫинче.
Эпӗ ал сулатӑп, эсӗ пуҫ таян.
Эпӗ йӑл ҫиҫетӗп, эсӗ йӑл кулан,
Саламсем яратпӑр ӑшшӑн ик енчен,
Тинкерсе сӑнатпӑр иккӗн нумайччен.
Эпӗ юрататӑп, эсӗ те саван,
Мӗн тери аванччӗ иккӗн пӗр пулсан.
Уйрӑлса утатпӑр лӑпкӑн ҫыранран.
Ҫавра кустӑрма пек сар хӗвел тухсан.
Каҫма именетӗп, эсӗ шӑп тӑран,
Мӗншӗн пӗрлешмеҫҫӗ ҫыранпа ҫыран?
Ҫав-ҫавах шыв урлӑ каҫма хывмасан,
Чун савни, юлатпӑр иккӗн ик ҫыран...
Андрей Кузнецов еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1