Мӑшӑрна тупса сарсам ик ҫунатна, Чун савни пулсан ҫумра хӗрӳ ҫунать вучах. Ачасем нихҫан та манмӗҫ ыр ятна, Уй-хирте ҫилпе чӳхенӗ ҫӗн тулли пучах.
хушса юрламалли: Ыранхи куна ҫук туянаймӑн ылтӑнпа, Кӗмӗлпе те, мерченпе те, укҫалла. Пурӑнса тус-тӑванпа ялан ӑспа-тӑнпа Хамӑр кун-ҫула тӑсасчӗ малалла.