укăлча умĕнче, шурă хурăн щинче сарă кайăк юрлать юррине, укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине. укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине.
сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне шăнкăр шыв çемьипе пĕр пулса, савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам. савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам.
çума-çум ÿсекен икĕ хурăн пекех ман ларасче санпа юнашар, йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар. йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар.
укăлча умĕнче шурă хурăн щинче çепеç кайăк юрлать юррине, кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене.