Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

АСАМАТ ушк. - Ан кулян | Текст песни

Пурнăç пăрнăç пулнăран
Хĕвел пăхми пулнăран
Макăраççĕ пĕррисем
Ал усаççĕ теприсем
Пурнăç пăрнăç пулнăран
Пăрлă çумăр çунăран
Тарăхаççĕ пĕррисем
Ак тăраççĕ теприсем

Пурнăç пăрнăç пĕтĕ-ха
Пăрлă çумăр иртĕ-ха
Хĕвел тухĕ тÿпене
Телей килĕ тĕнчене
Пурте туслă пурăнсан
Çăкăрпа тăвар пулсан
Çемьере туслăх пулсан
Пуринчен те эс пуян

Хушса юрламалли:
Эй, тусăм, ан кулян
Пурнăç пăрнăç ялан мар
Пурăнмалăх сывлăх пулсан
Нихçан пуç усмалла мар
(2 хут)

Пурнăç пăрнăç пулнăран
Урлă сăмах тухнăран
Хирĕçеççĕ пĕррисем
Çапăçаççĕ теприсем
Пурнăç пурнăç пулнăран
Укçа çитсе пыманран
Кулянаççĕ пĕррисем
Чире каяç теприсем

Пурнăç пăрнăç пĕтĕ-ха
Урлă сăмах иртĕ-ха
Ырлăх килĕ тĕнчене
Юратсасăн пĕр-пĕрне
Пурте туслă пурăнсан
Çăкăрпа тăвар пулсан
Çемьере туслăх пулсан
Пуринчен те эс пуян

Хушса юрламалли:
Эй, тусăм, ан кулян
Пурнăç пăрнăç ялан мар
Пурăнмалăх сывлăх пулсан
Нихçан пуç усмалла мар
(2 хут)

АСАМАТ ушк. еще тексты


Другие названия этого текста
  • АСАМАТ ушк. - Ан кулян (0)
  • Асамат ушкон - Ан кулян. (0)
Видео
    Нет видео
    -
    Оценка текста
    Статистика страницы на pesni.guru ▼
    Просмотров сегодня: 1