Пурнăç пăрнăç пулнăран Хĕвел пăхми пулнăран Макăраççĕ пĕррисем Ал усаççĕ теприсем Пурнăç пăрнăç пулнăран Пăрлă çумăр çунăран Тарăхаççĕ пĕррисем Ак тăраççĕ теприсем
Пурнăç пăрнăç пĕтĕ-ха Пăрлă çумăр иртĕ-ха Хĕвел тухĕ тÿпене Телей килĕ тĕнчене Пурте туслă пурăнсан Çăкăрпа тăвар пулсан Çемьере туслăх пулсан Пуринчен те эс пуян
Хушса юрламалли: Эй, тусăм, ан кулян Пурнăç пăрнăç ялан мар Пурăнмалăх сывлăх пулсан Нихçан пуç усмалла мар (2 хут)
Пурнăç пăрнăç пулнăран Урлă сăмах тухнăран Хирĕçеççĕ пĕррисем Çапăçаççĕ теприсем Пурнăç пурнăç пулнăран Укçа çитсе пыманран Кулянаççĕ пĕррисем Чире каяç теприсем
Пурнăç пăрнăç пĕтĕ-ха Урлă сăмах иртĕ-ха Ырлăх килĕ тĕнчене Юратсасăн пĕр-пĕрне Пурте туслă пурăнсан Çăкăрпа тăвар пулсан Çемьере туслăх пулсан Пуринчен те эс пуян
Хушса юрламалли: Эй, тусăм, ан кулян Пурнăç пăрнăç ялан мар Пурăнмалăх сывлăх пулсан Нихçан пуç усмалла мар (2 хут)