Каятăн пуль... 1. Теме сиссе чĕрем хурланчĕ Каятăн пуль, каятăн пуль Пăлхавлă уйрăлу саманчĕ Ик куçăмра тулли куççуль 2. Ак тутăрна та эс суллатăн Телей сунса, телей сунса Юлатăн тусăм, эс юлатăн Çут тĕлĕк евер туйăнса 3. Тĕл пуласси часах та пулмĕ Ил асăнмалăх çак юрра Эп килĕп – ха, эп çитеп пурпĕр Сана курма, сана курма