Çуралнă кун (сл. В.Раштав, муз.В.Захарова,Ю.Петухов)
Йăл-йăл кулать сар уйăх тÿпере. Сĕрлет хăна-вĕрле кĕрекере. Паян шăпах та сан çуралнă кун. Чăтса тăраймĕ савăнмасăр чун.
Телейлĕ эсĕ , чăн та, пуринчен. Куçа илеймĕн сăн-питÿ çинчен. Ĕçсем пирки пачах ан шухăшла. Эс шÿтлесе ирччен юрла-ташла.
Припев: Кĕçĕр уявра мĕншĕн шăп ларас. Кăмăлсем пурин те халь хавас. Купăс кĕввипе такмаксем калас. Инçете ян! кайтăр кĕмĕл сас! Эс хĕрÿ салам йышăн пирĕнтен. Ăш сăмах вăл хаклă мерчентен. Анлă тинĕсре пур миçе тумлам, Çавăн чухлĕ çул эс пурăнсам.
Шел, вăхăт ыткăнать малтан мала. Çавах юласчĕ çамрăк чунпала. Куллен туясчĕ пурнăç илемне. Хисеп кăна тăвасчĕ пĕр-пĕрне.
Сана сунатпăр çутă ăраскал, Çăл куç таппи пек иксĕлми вăй-хал. Тус-тăванран ан татăл ĕмĕрне. Çак юрă пултăр сан валли парне.