Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Виталий Адюков - Ватӑлатпӑр ҫав, тӑван, ватӑлатпӑр | Текст песни

Сӑвви В. Патшинӑн
Кӗвви В. Адюковӑн

Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр,
Каякан ҫулсен шутне чараймастпӑр,
Ҫывӑха усал сӑмах ярас марччӗ,
Хамӑртан ырӑ сӑмах хӑварасчӗ.

Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр,
Туртӑнан пите пӑхса хурланатпӑр.
Вӑй-халсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ,
Кӑмӑлсӗм анчах тӑрса юлайраҫҫӗ.

Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр,
Ҫул вӗҫне инҫе тума тӑрӑшатпӑр.
Ӑнланса пӗрне-пӗри пурӑнасчӗ,
Ватлӑхра пӗччен тӑрса юлас марччӗ.

Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр,
Иртнине аса илсе йӑпанатпӑр.
Тивӗҫпе ҫула утса тухаясчӗ,
Ачасӗм валли ыр ят хӑварасчӗ.

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-