Ул-муççие васкăна та Турачĕсем ваккăна Хĕрсен çамрăк вун çиччĕре Вылямашкăн чупкана. Хушса юрламалли: Эх юррăм янăра Хут купăсăм аллăмра Сике - сике юрлари те Саркаланса ташлар-и. Пĕчĕк кайăк сар кайăк та Сар ыраша юратать Манăн çамрăк кĕлетке те Сар каччăна юратать. Хушса юрламалли: Йывăç касса йĕлтĕр турăм Йĕр йĕрлеме юрарĕ Кÿршĕ хĕрне савни турăм Авланмашкăн юрарĕ. Хушса юрламалли: Çÿлте çăлтăр пить нумай та Çутă çăлтăр пĕрре çеç Ялта каччă пить нумай та Чун юратни эсĕ çеç. Хушса юрламалли: Манăн купăс хыть янрать те Ун ăшĕнче тăхлан çук Манăн сассăм хыть янрать те Ман ăшăмра хуйхă çук. Хушса юрламалли: Шăнкăр – шăнкăр çăл шывне те Ĕçес те килеть иккен Савни аса килсессĕн те Юрлас та килеть иккен.
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2