Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Гимн Аликовского района - Элĕк район Гимнĕ | Текст песни

Элĕк район Гимнĕ
(«Сурăмпалла Выла хушшинче» юрăран)
Сăмахĕсем Александр Галкинăн
Кĕвви Юрий Кудаковăн

1. Сурăмпала Выла хушшинче-
Чăн чăваш çĕршывĕ çак тĕнче
Симĕс пурçăн – ешĕл вăрмансем
Çутă капăр кÿлĕ – пĕвесемĕ

Хушса юрламалли

Элĕк ен ку аслă Элĕк ен
Ытарми илемлĕ тăван енĕ
Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн
Кăмăла çĕкле хĕвеллĕ ен!

2. Юнтапапа Тукташ хушшинче-
Илĕртÿллĕн ешерет тĕнче
Сар чечеклĕ – улăх çарансем
Шур чечеклĕ – улма пахчисем

Хушса юрламалли

Элĕк ен ку аслă Элĕк ен
Ытарми илемлĕ тăван енĕ
Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн
Кăмăла çĕкле хĕвеллĕ ен!


3. Ямашпала Тени хушшинче
Çĕнтерÿллĕн çĕнелет тĕнче
Килсерен хисеплĕ ĕçченсем
Ялсерен – мухтавлă маттурсем


Хушса юрламалли

Элĕк ен ку аслă Элĕк ен
Ытарми илемлĕ тăван енĕ
Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн
Кăмăла çĕкле хĕвеллĕ ен!

Гимн Аликовского района еще тексты


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-