Пĕр кун инçе, инçе, инçе çула тухса Çулталăк эп тĕнче çÿрерĕм кастарса. Тинех эп тупрăм пикене, ак, тамаша Савăннипе пуçа çухатрăм, тупата.
Пăхрăм та эп кантăкран, куртăм сана ăнсăртран, Хавхаланса эс йăл-йăл кулан. Эп туйрăм хам телее, çиçсе çунать ман чĕре, Тĕл пулчĕç пирĕн куçсем пĕрле. Эс илĕртетĕн мана, ирĕк парсам чуп тума, Тинĕс хĕрне чĕнĕн хăвăнпа.
Тари-тай-тари-тай-тари-тай Эс манăн хăмăр куçсене манса ан кай. Тари-тай, ой, тари-тай Манпа пĕрле ташланине манса ан кай. Тари-тай-тари-тай-тари-тай Эс манăн хăмăр куçсене манса ан кай. Тари-тай, тари-тари-тари-тай Манпа пĕрле ташланине манса ан кай.
Пыратпăр шур яхтăпа, мăнаçлă кĕвĕ ярса Ташлатпăр халь дискотекăра. Тинĕс хумне хумхатса, юратăва вăйлатса Пикеçĕм эсĕ ман ытамра.
Тари-тай-тари-тай-тари-тай Эс манăн хăмăр куçсене манса ан кай. Тари-тай, ой, тари-тай Манпа пĕрле ташланине манса ан кай. Тари-тай-тари-тай-тари-тай Эс манăн хăмăр куçсене манса ан кай. Тари-тай, тари-тари-тари-тай Манпа пĕрле ташланине манса ан кай.
Пĕр кун инçе, инçе, инçе çула тухса Тинех эп тупрăм пикене, ак, тамаша. Çулталăк эп тĕнче çÿрерĕм кастарса, Савăннипе пуçа çухатрăм, тупата.