Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Дима Иванов - ТАÇТА КУРНĂ ЭП САНА | Текст песни


Ах, тăхта-ха, ан васка, пикеçĕм!
Таçта курнă мар-и эп сана?
Куçусем çут çăлтăр пек çиçеççĕ,
Хĕмленет чĕре эс пăхсанах.

Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.

Çак кунччен ятна санне пĕлменччĕ,
Ак паян паллашрăмăр тинех.
Маншăн çут тĕнче те хитреленчĕ,
Эп хама туятăп вĕçнĕнех.

Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.

Тĕлĕкре санах-мĕн курнă эпĕ:
Куçусем тухмаççĕ асăмран.
Сассуна илтсе халь хĕпĕртетĕп.
Ан тарсамччĕ çеç, пике, манран.

Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.

Другие названия этого текста
  • Дима Иванов - ТАÇТА КУРНĂ ЭП САНА (2)
  • Дима Иванов - ТАÇТА КУРНĂ ЭП САНА (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-