Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр,
Ик çунатту тăрăх та шыв юхтарса?
Ăçта каян, тăван, каçа хирĕç,
Ик куçунтан куç çуль те, ай, юхтарса
Хура чĕкеç чĕппи ман пуласчĕ,
Турат çине ларса юр юрласчĕ.
Тăван, санăн тусу ман пуласче,
Санпа пĕрле ларса та юр юрласчĕ
Хура чĕкеç чĕппи ман пулас çук,
Турат çине ларса юр юрлас çук.
Тăван, санăн тусу ман пулас çук,
Санпа пĕрле ларса та юр юрлас çук.
Дуняша Style еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1