Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Колпаков - Атте | Текст песни

Атте
1. Ах, аттеçĕм, эс аттеçĕм,
Ма хăвартăн халь пире.
Ах, аттеçĕм, эс аттеçĕм,
Эс ялан пирн чĕрере.
Пурнăç халь, аттеçĕм, сансăр
Пит тунсăхлă та кичем.
Сан сăнна пĕрре курсассăн
Савăнса тапать чĕрем.

Курас тетпĕр, курас тетпĕр
Тăван аттен куллине.
Курас тетпĕр, илтес тетпĕр
Тăван аттен сассине.

2. - Сирĕн халĕ пурăнас пăть, -
Тесе калĕ вăл пире.
Анчах мĕнле пурăнмалла,
Çурăлать сансăр чĕре.
Атте эсĕ çумра пулсан,
Хатĕр темĕн те тума.
Çут хĕвелĕн ăшшипе те
Сана хатĕр ăшăтма.

Курас тетпĕр, курас тетпĕр
Тăван аттен куллине.
Курас тетпĕр, илтес тетпĕр
Тăван аттен сассине.

3. Никама та эп сунмастăп
Аçăрсене çухатма.
Аннене те, аттене те
Пĕлес пулать упрама.
Вĕсем пирĕнпе çумра чух
Телейлĕ эпир пурте.
Анчах çакна ăнланатпăр,
Çухатсан çеç вĕсене.

Курас тетпĕр, курас тетпĕр
Тăван аттен куллине.
Курас тетпĕр, илтес тетпĕр
Тăван аттен сассине.


Евгений Колпаков еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2