Кĕввипе сăвви: Юрий Кашкăр
Кун иртет-иртет, каç килет-килет,
Чунăм та çак каçа тахçантанпах кĕтет.
Темĕн пулас пекех чĕрем те хыт сикет,
Тунсăхăм çук текех - манăн ташлас килет.
Хушса юрламалли:
Кай, кай, кай! Тунсăх, эсĕ вĕçсе кай!
Тай, тай, тай! Кичем, эсĕ пуçна тай!
Юл, юл, юл! Хăмăр кăмăл, хыçра юл!
Кул, кул, пул! Савăнăçпа туслă пул!
Ташă керменĕнче каччăсем хĕрĕсемпе
Çамрăксен юррипе пурте ташлаç пĕрле.
Кĕвви пуç çавăрать, пин тĕрлĕ çут вылять,
Кичемпе тунсăха яш-кĕрĕм хăвалать.
Евгений Кузнецов еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1