Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Кузнецов - Ӑнлансам мана... (MARS21 remix) | Текст песни

Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви

Нихăçан туйман ачашлăх
Пур санра кăна, эс лайăх.
Пирĕн пĕр тĕллев, пĕр шухăш.
Ал парса мана эс пулăш.

Тăкăнать тулта ăш çумăр,
Кĕçĕр тутлăн çеç эс çывăр.
Тĕлĕкре сана тĕлленĕ
Юмахри патша керменĕ.

хушса юрламалли:
Тунсăхлать çеçке хĕвелшĕн,
Чĕвĕлти чĕкеç тÿпешĕн.
Эп вара, паллах, пĕр саншăн.
Ăнлансам çакна, тархасшăн…

Ытама сана илем-и,
Сар çу пек çемçен пуплем-и?
Эс мана текех « çук » темĕн,
Чăн юратăва ĕненĕн.

хушса юрламалли:
Тунсăхлать çеçке хĕвелшĕн,
Чĕвĕлти чĕкеç тÿпешĕн.
Эп вара, паллах, пĕр саншăн.
Ăнлансам çакна, тархасшăн…

Юрату çÿле вĕçтерĕ,
Е хăш чух çĕре ÿкерĕ.
Сансăр чун-чĕрем юрламĕ,
Кантăкран телей шаккамĕ.

Нихăçан туйман ачашлăх
Пур санра кăна, эс лайăх.
Пирĕн пĕр тĕллев, пĕр шухăш.
Ал парса мана эс пулăш.

хушса юрламалли:

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-