Романтик эпĕ: юратусăр Иртмест пĕр кун та пурнăçра! Нихçан та аллăра ан усăр, Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра. Романтик эпĕ: юратусăр Мана кичем-çке пурăнма! Куллен кун тем çитмест пек унсăр Çунатлă кайăк-чунăма.
Хушса юрламалли:
Тен, тытăнса тăрать тĕнчемĕр Ман пек романтиксем çинче?
Романтик эпĕ: юратусăр Эп пултараймăп юрлама! Савни валли чĕре ман уçă! Упратăп çутă туйăма. Романтик эпĕ: юратусăр Иртмест пĕр кун та пурнăçра! Нихçан та аллăра ан усăр, Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра.