Володя Рыбкин сăвви
Александр Быковский кĕвви
Туйăмсем хĕреççĕ,
Çăлтăр пек çиçеççĕ,
Ик чĕре вут-кăварпа тулсан.
Пĕр-пĕрне савсассăн,
Куç пек упрасассăн,
Сÿнмĕ пирĕн юрату нихçан.
Куçусем çиçеççĕ,
Тутусем сисеççĕ-
Ку çунатлă туйăмăн палли.
Вăрттăн чуп тăвасчĕ,
Ӑшшăн ыталасчĕ-
Эп хама упранă сан валли.
хушса юрламалли (2 хут):
Юрату асамлă,
Пит вĕри, кăварлă,
Унсăр пирĕн пурнăç та кичем.
Юрату хĕвеллĕ,
Çепĕç те илемлĕ,
Юрату – вăл чĕрери хĕлхем.
Йăл та йăл кулатăн,
Пĕрмаях калатăн
Ырă, çепĕç сăмахсем кăна.
Эсе илĕртӳллĕ,
Яштака ӳт-пӳллĕ –
Питĕ килĕшетĕн эс мана.
хушса юрламалли (2 хут):
хушса юрламалли (2 хут):
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1