Альбина Юрату сăвви
Александр Быковский кĕвви
Сана курсан ялан хавас тапать хĕрÿ чĕре.
Вĕçес килет санпа пĕрле сенкер çÿл тÿпере.
хушса юрламалли:
Сана курсан, сана курсан, сана курсан
Телейлĕ эп,
Вĕçетĕп эп,
Алран тытсан, куçран пăхсан, йăл-йăл кулсан
Юрлатăп эп,
Пурнатăп эп.
Санпа пайлас килет кун-çулăмри кашни куна.
Пĕрмай курас килет кăвак куçна, йăл куллуна.
хушса юрламалли:
Çĕр варринче хĕвел çиçсе тухать сана курсан,
Пин çăлтăрпа тулать чĕре эс юнашар пулсан.
хушса юрламалли:
Таса илемлĕ туйăм çук чăн-чăн юратуран,
Вăл – пурăнăç юрри, хăватлă вăл шывпа вутран.
хушса юрламалли:
Сана савса ман чĕре çут туйăмпа вĕрет
Чăн юрату çак кĕвĕре.
хушса юрламалли:
Евгений Кузнецов еще тексты
Другие названия этого текста
- Евгений Кузнецов - ♥ Сана курсан ♥ (0)
- Евгений Кузнецов ♫ - Сана курсан (сл.-Альбина Юрату, муз.-Александр Быковский) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2